Ҫулҫӳрев

Ҫуралсанах эпир ҫула тухатпӑр, Пӗлмесӗр хамӑр ҫул вӑрӑмӑшне, Утатпӑр та чупатпӑр, такӑнатпӑр, Е ҫаврӑнса пӑхатпӑр хӑш чухне. Ҫул тӗрлӗрен - усал та тӑнкӑр - танкӑр, Тӑрсан-тӑрсан - ҫип ҫапнӑ пек тӳрех, Паян вӑл сарлака, ыран вӑл - ансӑр, Утма тивет унпа ҫке пурпӗрех. Ырӑ ҫынсем нумай пире тӗлпулӗҫ, Хӗн - асапне те курӑпӑр унта, Пӳрне тӑсса тӑрӑхласа та кулӗҫ - Ҫынна темле те тӗрӗслет шӑпа. Камӑн кӗске вӑл пулӗ, камӑн - вӑрӑм, Ҫул тӑршшӗне ҫӳлте таҫта виҫеҫ. Ҫулҫӳревре эп тӗрӗслӗх шырарӑм, Пушмаксене ҫӑтса пӗтертӗм ҫеҫ. Ура ҫинче ман ҫирӗппӗн тӑрасчӗ, Шуса ӳксен те пултӑр вӑй - тӑма, Тирпейлӗ пурӑнасчӗ, тӑрӑшасчӗ, Хам хыҫҫӑн ырӑ ят ҫеҫ хӑварма. 19.05.24 #стихотворение #ҫулҫӳрев #дорогажизни #чувашскийязык #чӑвашчӗлхи #викторгорелов

Смотрите также